Шупашкарти А. Гайдар ячӗллӗ вулавӑшра Лидия Сарине ҫыравҫӑпа тӗлпулу иртнӗ.
Лидия Сарине — хальхи вӑхӑтри чӑваш поэчӗ, прозаикӗ, Чӑваш Енри тата Раҫҫейри Профессионал писательсен союзӗн пайташӗ.
Ҫыравҫӑпа тӗл пулма хулари Раҫҫей Геройӗн Н.Ф. Гавриловӑн ячӗпе хисепленекен 22-мӗш вӑтам шкулти 2-мӗш класра вӗренекенсем пырса ҫитнӗ.
Лидия Сарине хӑйӗн чӑвашла сӑввисене вуланӑ май чӗлхемӗр епле ҫепӗҫ те янӑравлӑ пулнине ҫирӗплетсе панӑ. Тӑван чӗлхемӗре хисеплемеллине, чӑвашла калаҫмаллине палӑртса хӑварнӑ.
Хӑна ачалӑхри саманчӗсене аса илнӗ, чӑвашла юрӑсем юрланӑ.
Паян пирӗн республикӑра Чӑваш чӗлхи анлӑн уявланӑ. Ӑна шкулсемпе ача пахчисенче, социаллӑ учрежденисенче ирттернӗ. Шупашкарти Иван Яковлев палӑкӗ умӗнче митинг пулнӑ.
Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Мӑштавӑшра та ҫак ятпа пуҫтарӑннӑ. Унти Мӑштавӑш ялӗнче пурӑнакансем тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑ кунне паллӑ тума вырӑнти Уйӑп Мишши музейӗ умне пысӑк йышпа тухнӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне халалласа Шӑмӑршӑ вӑтам шкулӗнче 6-мӗш класра вӗренекенсем хушшинче «Чӑваш чӗлхине пӗлетӗр-и?» вӑйӑ урокӗ иртнӗ. Ачасем тӗрлӗ станцире пулса хӑйсем чӗлхене мӗнле пӗлнине тӗрӗсленӗ.
Иван Яковлев аслӑ вӗрентекенӗмӗре сума суса тата Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Карапай Шӑмӑршӑ культура ҫуртӗнче муниципалитет шайӗнчи фестиваль пулса иртнӗ.
«Чунтан савӑнса та хӑпартланса таврӑнтӑм ҫак уявран. «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» – тесе калас килет, тӑвансем, — тесе ҫырнӑ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче Людмила Семёнова-Ульянова.
Чӑваш Енре икӗ чӗлхепе – вырӑсла тата чӑвашла – ҫырнӑ апат-ҫимӗҫ тухнӑ. Кунашкал этикеткӑллӑ пӗрремӗш партие «Чӑвашпотребсоюз» кӑларнӑ.
Ку ӗҫ пирки таҫханах калаҫу пуҫарнӑ. Экономика министрӗ Дмитрий Краснов Тӑван чӗлхе кунӗнче, нарӑсӑн 21-мӗшӗнче, апат-ҫимӗҫ упаковкисене вырӑсла тата чӑвашла ҫырма сӗннӗ. Акӑ паян Чӑваш чӗлхи кунӗ, продукци лавккасен сентри ҫине тухнӑ та.
Этикетка ҫинче продукцие мӗнрен хатӗрленине тата ытти информацие халӗ чӑвашла та вулама пулать. «Чӑвашпотребсоюз» хӑйӗн пӗтӗм ассортименчӗн упаковкисене улӑштарасшӑн.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев чӑваш чӗлхи ирӗклӗ янӑранишӗн савӑнать. Кун пирки вӑл Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламланӑ май палӑртса хӑварнӑ.
«Чӑваш чӗлхи килте кӑна мар, хуласемпе муниципаллӑ округсен урамӗсенче те, театрсемпе музейсенче те, шкулсемпе больницӑсенче те ирӗклӗн янӑрани савӑнтарать.
Мӑн асаттемӗрсен ҫепӗҫ те янӑравлӑ чӗлхи яланах пурӑнтӑр тата тивӗҫлӗн аталантӑр тесе пирӗнтен кашниех хӑйӗнчен мӗн килнине йӑлтах тума тӑрӑшасса шанса тӑратӑп», — тесе шухӑшлать республика ертӳҫи.
Чӑваш чӗлхи кунӗпе республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова Телеграмри хӑйӗн страницинче саламланӑ.
«Анне чӗлхи илӗртӳллӗ, ҫепӗҫ те илемлӗ, янӑравлӑ та юрӑ пек кӗвӗллӗ. Ҫӗр ҫинчи пин-пин чӗлхе йышӗнче тӑван чӗлхе чи хакли пулӗ. Ака уйахӗн 25-мӗшӗнче пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать.
Эпир ӑна чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлевӑн ҫуралнӑ кунӗнче уявлатпӑр. Вӑл тӑрӑшнипе паян тӑван чӗлхепе калаҫма, ҫырма, вулама пултаратпӑр. Аслӑ вӗрентекенемӗр чӑваш халӑхне чӗлхене упрама пиллесе хӑварнӑ. Ҫак пиле манас марччӗ!
Куллен тӑван чӗлхепе пупленӗ чухне, вӑл чӗрӗ пулӗ! Чӑвашла калаҫасчӗ! Уяв ячӗпе!» — тесе ҫырнӑ министр.
Паян пирӗн республикӑра Пӗтӗм чӑваш диктантне ҫырнӑ.
Акцин тӗп тӗллевӗ — тӑван чӗлхене сыхласа упраса хӑварасси тата аталантарасси.
Кӑҫал Чӑваш Енре экологи ҫулталӑкӗ пулнӑ май диктант темине ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннине суйласа илнӗ. Диктанта Ҫемен Элкерӗн «Чӑваш вӑрманӗ» хайлавӗ тӑрӑх ҫырнӑ.
«Ҫыракансем палӑртнӑ тӑрӑх, текст йывӑр пулман. Ӑна кӗҫӗн ҫулхисем те пиллӗк паллӑ илме пултарнӑ.
«Пӗтӗм чӑваш диктантне» Чӑваш Енри тӗрлӗ учрежденире ҫырчӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем Шупашкарта кӑна 4 вырӑн палӑртнӑ», – тесе хыпарланӑ Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта.
Ҫак кунсенче Шупашкарта тӑван чӗлхе вӗрентекенсен «Пӗрлӗхре – вӑй» ятпа регионсем хушшинчи форум иртет. Вӑл ӗнер, ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, пуҫланнӑ, ыран вӗҫленӗ.
Форума Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче уҫнӑ. Ӗнерех И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче педагогика ӑсталӑхӗн меслетлӗх фестивалӗ иртнӗ.
Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑсталӑх лаҫҫисем, интерактив заданисем иртнӗ. Пӗтӗм чӑваш диктантне те унта ҫырнӑ.
Ыран воркшоп, поэзи фестивалӗ, И.Я. Яковлев палӑкӗ умӗнче пуху иртӗ.
Етӗрне округӗнчи Кӑкшӑм шкулӗнчи медиацентр чӑваш культурине халалласа репортажсем хатӗрлет. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ.
Ҫӗнӗ пуҫарӑва шкул хастарӗсем чӑваш чӗлхи эрнипе ҫыхӑнтарнӑ иккен. «Хальлӗхе вӗсем чӑваш литератури тата чӑваш ӑсти ҫинчен видеороликсем хатӗрленӗ», — тесе хыпарланӑ маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫра.
«Центр и периферия» ӑслӑлӑх журналӑн кӑҫалхи пӗрремӗш номерӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗн ӑслӑлӑхпа аталану енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн Геннадий Николаевӑн, истори наукисен кандидачӗн Геннадий Николаевӑн статйи пичетленсе тухнӑ.
Унта институтӑн ӗҫченӗсен ҫитӗнӗвӗпе паллаштарнӑ. Паянхи куна илсен, асӑннӑ учреждени академи евӗрлӗ центр пулса тӑрать. Унта чӑваш чӗлхин, литературин, историйӗн, археологийӗн, этнологийӗн, антропологийӗн, ӳнерӗн ыйтӑвӗсене теори тата ӑслӑлӑхпа прикладной енӗпе тӗпчет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.07.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫулӗҫ Анатолий Степанович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Фролов Андрей Игнатьевич, Вӑтам Азире Совет влаҫӗшӗн кӗрешекен вилнӗ. | ||
| Чӑваш облаҫӗн РКП(б) комитечӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. | ||
| Кузьмин Афиноген Иванович, литература тӗпчевҫи, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |